Контент патне куҫ

Çурçĕрти магнит полюсĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Магнит полюсĕ пăхăр.
Çурçĕрти магнит полюсĕ 2017 çулта пулнă вырăн[1]
Çĕр, магнит диполĕ евĕрлĕскер.

Çурçĕрти магни́ по́люсĕÇĕрĕн магнит уйĕн векторĕ тĕп-тĕрĕс аялалла (сий çине 90° кĕтесле) пулакан çĕр сийĕн çурçĕрти поляр облаçĕнчи килĕшсе йышăннă вырăн.

Çурçĕрти магнит полюсĕ куçăмĕн траекторийĕ. Хĕрлĕ çаврашкасемпе тӳррĕн сăнанă май çырнă, синкеррипе — моделленипе.

Çурçĕрти магнит полюсĕ географири çурĕрти полюспа пĕрех мар. Çавăнпа компас сăнни çурçĕрелле тĕрĕсех палăртмасть, патнелле кăна кăтартать.

Çурçĕр çĕрчăмăрĕнчи магнит полюсне тĕрĕссĕн палăртмашкăн экспедицисене 1831, 1904, 1948, 1962, 1973, 1984, 1994 [2], 2001 тата 2007[3] çулсенче йĕркеленĕ.

Çурçĕрти магнит полюсĕ çурçĕр — çурçĕр-анăç тĕлнелле куçăнать, унсăр пуçне, талăкра Çĕр çийĕнче унăн пысăк тĕнĕлĕ 85 км таран овал тăвать[4].

Çапла, полюсăн кирек хăш координачĕсем вăхăтлăха та тĕрĕс мар шутланаççĕ. XX ĕмĕрĕн иккĕмĕш пайĕнчен пуçласа полюс хăвăрттăнах Таймыр патнелле шуçать.

Çурçĕрти магнит полюсĕн йĕкĕрешĕ кăнтăрти магнит полюсĕ шутланать, вăл вара Антарктикăра вырнаçнă.

Çурçĕрти магнит полюсĕ[5][6] (2001) 81°18′ с. ш. 110°48′ з. д.HGЯO (2004) 82°18′ с. ш. 113°24′ з. д.HGЯO (2005) 82°42′ с. ш. 114°24′ з. д.HGЯO (2010)[7] 85°00′00″ с. ш. 132°36′00″ з. д.HGЯO (2012)[7] 85°54′00″ с. ш. 147°00′00″ з. д.HGЯO
Кăнтăрти магнит полюсĕ[8][6] (1998) 64°36′ ю. ш. 138°30′ в. д.HGЯO (2004) 63°30′ ю. ш. 138°00′ в. д.HGЯO (2007) 64°29′49″ ю. ш. 137°41′02″ в. д.HGЯO (2010)[7] 64°24′00″ ю. ш. 137°18′00″ в. д.HGЯO (2012)[7] 64°24′00″ ю. ш. 137°06′00″ в. д.HGЯO

Полюс дрейфĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2005 çулта Оттавăра Канадăн çутçанталăк ресурсĕсен министерствин геомагнит лабораторин ертӳçи Ларри Ньюит каланипе, Çĕрĕн çурçĕрти магнит полюсĕ, минимум 400 çул каярах Канадăра «пулнăскер», çак çĕршывран «тухса кайнă». Магнит полюсĕ, куçăнаканскер, XVII ĕмĕрĕн пуçламăшшĕнче хальхи канад Арктикин пак пăрĕсен чиккисенче вырнаçнăскер Канадăн 200-миль зонине пăрахса хăварнă, XXI ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче хăвăрттăн Тухăç çурчăмăрне çитнĕ, кайран Раççейĕн Арктикăри секторне лекнĕ[9], унăн куçас характерĕ тĕпренех улшăнмасан, XXI ĕмĕрĕн варринче Çĕпĕре çитет[10].

1831 çулта, полюса пĕремĕш хутчен палартнă хыççăн, 2019 тĕлнелле полюс Çĕпĕр еннелле 2300 км ытла куçса кайнă та халĕ хăвăртланса пырать. 2000 çулта куçăм хăвăртлăхĕ пĕр çулталăкра 15 км куçнă пулсан, 2019 çулта 55 км куçнă. Çакăн пек хăвăрт дрейф пулнипе Çĕрĕн магнит уйĕпе ускуракан навигаци системисене, сăмахран, смартфон компасĕнче е карапсемпе самолётсен резерври навигаци системисенче, тăтăшрах тĕрĕслесе тăмалла[11].

2022 çул тĕлнелле, экстраполяцилле хакланипе, Çурçĕрти магнит полюсĕ 86°18′ с. ш. 151°54′ в. д.HGЯO координатсенче вырнаçнă[12].

1831 çулхи çĕртмен 1-мĕшĕнче акăлчан поляр тĕпчевçи Джеймс РоссДжон Росс тăванĕн ывăлĕ — Канад архипелагĕнче, Бутия çурутравĕн Аделаида сăмсахĕнче (70°05′00″ с. ш. 96°47′00″ з. д.HGЯO) Çĕрĕн Çурçĕрти магнит полюсне[13][14] — магнит сăнни вертикаллĕ тăракан (магнит тайăнăвĕ 90° тан) облаçне — уçнă. Джеймс Росс çак вырăнта виçнĕ магнит тайăмĕ 89°59'[15] танлашнă.

Литература

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Magnetic North, Geomagnetic and Magnetic Poles (акăлч.).
  2. ^ Тарасов, 2017, с. 111
  3. ^ Historical Magnetic Declination 2022 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнче архивланӑ. (выбрать опцию «Observed Pole Locations»)
  4. ^ Geomagnetism — Daily Movement of the North Magnetic Pole
  5. ^ Geomagnetism — North Magnetic Pole, Canada Natural Resources website, retrieved May 2007
  6. ^ 1 тата 2 Десятичные данные месторасположения в источниках отличаются от обычных координат, так как десятичные данные в, например, 81.3N, −110.8W, соответствуют координатам в 81°18′0″ N, 110°48′0″ W, где минуты′ и секунды″ в десятичных данных составляют десятые доли от 60 минут или секунд (то есть, например, 81,3°N это 81 градус и 0,3 от 60 минут (30 % от 60 минут составляет 18 секунд, значит 81 град. 18 минут 00 секунд с.ш.); ср. 81°18′ с. ш. 110°48′ з. д.HGЯO)
  7. ^ 1, 2, 3 тата 4 Data Analysis Center for Geomagnetism and Space Magnetism Graduate School of Science, Kyoto University 2019 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче архивланӑ. Центр анализа данных геомагнетизма и космического магнетизма Высшей школы наук, Университет Киото
  8. ^ South Magnetic Pole 2004 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ.. Commonwealth of Australia, Australian Antarctic Division, 2002.
  9. ^ Трек Северного магнитного полюса 2022 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче архивланӑ. // National Centers For Enviromental Information (акăлч.)
  10. ^ Алексей Левин Земля как магнит: Геомагнитное поле. Тĕрĕсленĕ 13 Пуш уйӑхӗн 2021.
  11. ^ Associated Press. Polar express: magnetic north pole moving 'pretty fast' towards Russia (акăлч.), The Guardian (2019-02-05). Тĕрĕсленĕ 5 Нарӑс уйӑхӗн 2019.
  12. ^ Wandering of the Geomagnetic Poles (акăлч.). NOAA.
  13. ^ James Clark Ross On the Position of the North Magnetic Pole // Philosophical Transactions of the Royal Society of London : journal. — 1834. — Т. 124.
  14. ^ John Ross, James Clark Ross Narrative of a second voyage in search of a north-west passage, and of a residence in the Arctic regions during the years 1829, 1830, 1831, 1832, 1833. — London: 1835.
  15. ^ Тарасов, 2017, с. 108